Чӑваш Республикинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 674 килсӗр чӗрчун хуҫаланнӑ тӗслӗхе шута илнӗ.
Регион управленийӗн центрне ҫавнашкал хыпарсем ытларах Канашран, Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрри тата Йӗпреҫ районӗсенчен ытларах килнӗ.
Ҫынсем хуҫасӑр йытӑсем иртен-ҫӳрене тапӑнасран питӗ шикленеҫҫӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ку ыйтупа ӗҫлесе ҫитереймеҫҫӗ.
Ҫак ыйтӑва ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер ертсе пынипе иртнӗ ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ.
Хуҫасӑр йытӑсене усракан приютсем тата тепӗр 3-4 та пулин йӗркелесен аван пулмалла тенӗ республика ертӳҫи.
Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Тула хулинче чӳкӗн 12-20-мӗшӗсенче йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей первенствине хутшӑнать.
Пӗрремӗш кунхинех пирӗн спортсменка 49 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшса Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Вӑл Раҫҫей первенствинче 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тулӑрах иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртура та вӑл малта пулнӑ: ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна "Лиза Алерт" хастарӗсем шыраҫҫӗ. Сергей Сергеевич Карапетян Мари Эл вӑрманне чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ та киле таврӑнман.
52 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑрмана кайнӑ чухне вӑл симӗс костюм, хура кофта, симӗс атӑ тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.
Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский хутшӑнӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланать.
Егор Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш эстрадинче те палӑрнӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 101С-мӗш маршрут ҫине тата тепӗр виҫӗ автобус кӑларнӑ.
Асӑннӑ маршрут Шупашкарти «Университет» чарӑнуран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» чарӑнӑва ҫити ҫӳрет.
Халӑх йышлӑ ҫӳренӗрен Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви маршрутра автобуссен шутне ӳстерме йышӑннӑ — хушма 3 автобус ҫӳретме тытӑннӑ. Ӳлӗмрен вӑл маршрутпа 18 единица автобус ҫӳрӗ.
Маршрутпа «Iveco» маркӑллӑ автобуссем хутлаҫҫӗ. Вӗсене 45 ҫын вырнаҫать, вӗсенчен 20-шӗ валли ларса пымалли вырӑн пур, 25 пассажир тӑрса пырать.
Халӑх ӗҫе кайнӑ тата ӗҫрен таврӑннӑ чухне автобуссем 10 минутра пӗрре хутлаҫҫӗ, ытти чухне — 20 минутра пӗрре.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман.
ЧР Транспорт министерстви хула ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрут ҫине вӑтам класлӑ автобуссем тухнӑ. Хальлӗхе унашкал 10 транспорт ҫӳрет. Ҫитес эрнере тепӗр 5 ҫӗнӗ автобус ҫула тухмалла Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пӗтӗм автобуса ҫӗннисемпе улӑштармалла.
Ҫын нумай чухне автобус кашни 10 минутра ҫӳрӗ. Ытти вӑхӑтра - кашни 20 минутра.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем.
Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче.
Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унӑн предприятие тӑкаксӑр ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Валерий Федоров пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |